Ҫурлан 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев Шупашкарта ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, «Toyota Camry» урапапа ун чух вӑл ӗҫе кайма тухнӑ пулнӑ. Калинин тата Гагарин урамсене пӗрлештерекен ункӑра тепӗр йӗр ҫине кӗме хӑтланса «Лада Калина» машинӑна пырса лекнӗ. Инкекре ҫынсем аманман-ха — машинӑсем вара кӑштах чӗрмеленнӗ.
Министр ҫумӗпе ҫыхӑннӑ ҫак инкек пирки Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин тата Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Харпӑрхӑй хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Инкек вырӑнне вӑл хӑй тӗллӗн пӑрахса кайнӑ, инкеке лекнӗ тепӗр машина водителӗпе кӑнттам калаҫнӑ, административлӑ ӗҫе пуҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, ӗҫ транспорчӗпе усӑ курнӑ текен факт ҫирӗпленмен.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ инкеке лекнӗ тепӗр урапан водителӗпе ҫепӗҫ калаҫманшӑн унӑн тыткаларӑшне републикӑн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫ дисциплини тата професси этики енӗпе ӗҫлекен коллегийӗнче пӑхса тухӗҫ.