Шӑмӑршӑ округӗнче кӑмпа фестивалӗ иртнӗ. Унта Мускаври, Тутарстанри, Сарӑту тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи 200 яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Тӗрлӗ конкурс иртнӗ: чи лайӑх кӑмпа костюмӗ, кӑмпаран пӗҫернӗ чи тутлӑ апат, спорт ӑмӑртӑвӗсем. Юмахри сӑнарсемпе фотосесси те иртнӗ. Кӑмпаран хатӗрленӗ ҫимӗҫсене тутанса курнӑ кӑна мар, рецепчӗсене те пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ҫимӗҫ туянма май килнӗ. Вырӑнти поварсем пӗҫернӗ кӑмпа яшки вара пурне те килӗшнӗ.