Сиссе те юлаймарӑмӑр ҫуллахи кунсем хыҫа та юлчӗҫ. Кӗркунне ҫитнӗрен ӳсекен ӑру пӗлӳ илме вӗренӳ учрежденийӗсене ҫул тытрӗ. Вӗренӳ ҫулӗн пахалӑхне ӳстерес тӗллевсемпе республикӑра тӗрлӗ саккун проекчӗсем пурнӑҫа кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри вӑл — шкулсене ҫӗнӗ автобуссемпе тивӗҫтересси.
Кӗҫнерникун, ҫурлан 29-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика шкулӗсене 22 шкул автобусӑн уҫҫисене панӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата Хула кунӗнче массӑллӑ ирхи вӑй-хал хусканӑвне йӗркелеме пулӑшнӑ волонтёрсем хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев вӗрентекенсене тата шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарнӑ ятпа саламланӑ тата «Шкул автобусӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗрен республикӑра 60% автобус ҫӗнӗлнине палӑртнӑ, кӑҫал шкулсем пурӗ 44 автобуспа хуҫаланнӑ имӗш.
Унсӑр пуҫне Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов Хула кунӗнче массӑллӑ ирхи вӑй-хал хусканӑвне 28 250 ҫын хутшӑннине пӗлтернӗ, ҫапла вара ҫак кӑтарту Раҫҫей тата Европа рекордне кӗнӗ. «Чи массӑлӑ ирхи зарядка» вырӑспа акӑлчан чӗлхи дипломӗсемпе хулана Раҫҫей Гинесс рекорд кӗнекин редакторӗ Алексей Свистунов чысланӑ.