Ҫӗрпӳре пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче интим-пулӑшу кӳрекен (ҫапла калӑпӑр ӗнтӗ) хӗр шыранӑ. Пӗлтерӗве ятарлӑ сайтра (ун пеккисем те пур-мӗн) тупнӑ.
Вӑл йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, малтан хӗрпе калаҫнӑ, вӑл прейскурантпа паллаштарнӑ, укҫа куҫарса панӑ хыҫҫӑн пыма шантарнӑ.
Каччӑ укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн ун патне темле арҫын шӑнкӑравласа программа ванни пирки пӗлтернӗ, каччӑна тӑкака саплаштарма хушнӑ. Ҫапла майпа яш 30 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Улталаканни 18 ҫулти Сарту облаҫӗнчи каччӑ пулнӑ. Ӑна пирӗн патри йӗрке хуралҫисем ӗҫпе комнадировкӑна кайса тытса чарнӑ. Вӑл хӗрарӑм тата арҫын сассипе хӑй калаҫнӑ иккен. Ҫӗрпӳ каччине вӑл укҫана куҫарса панӑ. Йӗрке хуралҫисем халӗ Сарту яшӗ ытти ҫынпа та ҫавӑн пек хӑтланман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ.