Вологдӑра пурӑнакан хӗрарӑм нимӗҫ овчаркипе Мартӑпа Чӑваш Ене, Етӗрне тӑрӑхне, мӑнукӗ патне килнӗ. Йытӑ – унӑн шанчӑклӑ тусӗ, 12 ҫул пӗрле. Анчах пӗррехинче, йытта уҫӑлма кӑларсан, вӑл ҫухалнӑ. Хӗрарӑм кулянса ӳкнӗ, полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ.
Темиҫе кунран полицин аслӑ лейтенанчӗ Эмиль Глазков 8 ҫухрӑмри ялта тупнӑ, ӑна машинӑна лартса хуҫи патне илсе килнӗ.