Чӑваш Енри икӗ хӗр илем конкурсне хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ «Раҫҫей пики» сайтра онлайн сасӑлав пуҫланнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫесшӗн ӑмӑртакан 50 пике хушшинче Чӑваш Енри икӗ хӗр – Валентина Алексеева тата Алла Кадеева.
Пикесемшӗн кашни ҫын талӑкра пӗр хутчен сасӑлама пулать.
Нумай сасӑ пухнӑ 10 хӗр финалисткӑсен топ-20 списокне лекӗҫ.