Лондонра пӗр пӑтӑрмах пулса иртнӗ иккен — Мартин Линдси усламҫӑн урапи ирӗлме пуҫланӑ. Ҫак кун вӑл хӑйӗн машинине «Фенчерч-стрит 20» ҫӳллӗ ҫурт умӗнче хӑварнӑ, ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн каялла таврӑнсан Jaguar XJ самай шар курнине асӑрханӑ — пластикран тунӑ пайсем ирӗлнӗ, Jaguar палли те кӳлепине ҫухатнӑ. Хыҫкурӑм тӗкӗрӗ те сиенленнӗ иккен. Иртен-ҫӳренсемшӗн ку пулӑм кӑсӑклӑ туйӑннӑ пулас — вӗсем инкек тӳснӗ урапана сӑн ҫапма пуҫланӑ.
Юрать-ха Лондон Раҫҫейре мар, унти ҫынсем хӑйсен яваплӑхне теприсем ҫине тиентерме хӑтланмаҫҫӗ — Мартин Линдси урапа ҫумӗнче хут татки тупнӑ, унта «сирӗн машин сиенленнӗ, эсир пирӗнпе ҫыхӑнаймастӑр-ши?» ҫырса хӑварнӑ пулать. Ҫӳллӗ ҫурт хуҫисем усламҫӑна юсав тӑкакӗсене саплаштарма килӗшнӗ (1 470 доллар патнелле).
Сӑлтавӗ вара ҫӳлҫурт хурминче иккен — унӑн кантӑкӗсем хӗвел пайӑркисене пӗр вырӑна пухаҫҫӗ имӗш. Урӑх инкек-синкек ан тухтӑр тесе ҫурта ятарлӑ пленкӑпа ҫыпӑҫтарса тухасшӑн.