Шупашкарта археологи шыравӗ вӑхӑтӗнче 1800 ытла артефакт тупнӑ.
Шырав ӗҫне хулан историлле вырӑнӗнче йӗркеленӗ. Ҫав ӗҫпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем тӑрӑшнӑ. Вӗсем Илем галерейин картишӗнче тата Константин Иванов урамӗнчи 17-мӗш ҫурт ҫумӗнчи тротуар ҫинче шырав ирттернӗ.
Тупнӑ япаласен шутӗнче – XVI–XVIII ӗмӗрсенчи керамика фрагменчӗсем, XVI–XVII ӗмӗрсенчи щит ҫинчи акӑш ӳкерчӗклӗ пӑхӑр ҫӗрӗ, тигель, тӑхлан лум, пуля тата ытти кӑсӑклӑ япала.