Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ирина Угаслова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Лидия Филиппова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тӑван чӑваш культурине, йӑли-йӗркине, чӗлхине упрас, аталантарас ӗҫе нумай ҫул халалланӑ, халӑхсен пӗрлӗхне ҫирӗплетес, ӳссе пыракан ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӑл «Пӗртӑван Малинасем» ушкӑна ертсе пынӑ. Ушкӑна Чӑваш Енре ҫеҫ мар, Раҫҫейри ытти регионта та лайӑх пӗлнӗ, хакланӑ, юратнӑ.
Agabazar // 5451.0.7240
2024.10.06 20:22 | |
Ирина Евсеевна Угаслова, çуралнă чухнехи хушамачĕ Малина (Маля текен авалхи ятран). |