Ӗнер, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта кӗмӗл волонтерсен «Кӗмӗл чун» республикӑри виҫҫӗмӗш форумӗ иртрӗ. Унта республикӑри хастар ватӑсене пухрӗҫ.
«Эсир кӗмӗл мар, ылтӑн чунлӑ ҫынсем», — ырласа каларӗ хастар пенсионерсене Чӑваш Енӗн Патшалах Канашӗн председателе Леонид Черкесов. Маттур ватӑсене ытти тӳре-шара та: Олег Николаев Элтепер, ӗҫ министрӗ Алёна Елизарова — самай мухтарӗҫ-ха.
Хастарсенчен пӗри, Элӗк тӑрӑхӗнчи Ехремкасси ялӗнчи Виталий Степанов. Вптӑ ҫын пенсире те ахаль лармасть, ялти ачасене шахмӑт вӑййине выляма хӑнӑхтарать, тӗрлӗ ӑмӑртӑва илсе ҫӳрет. Ҫак ӗҫе вӑл укҫалла тумасть. Чун ыйтнипе. Вӑл — кӗмӗл волонтерсен республикари конкурсӗнче ҫӗнтернисенчен пӗри.