Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш халӑх юррисем Гагаузинчи уявра янранӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.09.2013 07:22 | 2305 хут пӑхнӑ
Чӑваш Енрен хутшӑннӑ хӑнасем
Чӑваш Енрен хутшӑннӑ хӑнасем

Ҫурлан 26–29-мӗшӗсенче Гагауз автономинче вырнаҫнӑ Копчак ялӑн уявӗ иртнӗ. Кӑҫал вӑл 222 ҫул тултарнӑ иккен. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫак уява тӗрлӗ кӳршӗллӗ тӑрӑхсенчи хӑнасем пухӑннӑ — Турцирен, Болгарирен, Украинӑран, Раҫҫейрен, Румынирен.

Ҫак уявпа пӗрлех яланах Тӗрӗк халӑхӗсен конгресӗн вице-президенчӗсен кӗрекин канашлӑвӗ иртет. Сӑлтавӗ те паллӑ — шӑп ҫак ялта Тӗрӗк халӑхӗсен конгресӗ йӗркеленнӗ те ӗнтӗ. Раҫҫейрен канашлӑва Чӑваш Енпе (Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлӗхӗ) Тутарстанран хутшӑннӑ.

Уява уҫнӑ чухне хӑйне майлӑ ӑнсӑртлӑх пулса иртнӗ иккен. Копчак ял уявӗ пысӑк пӗлтерӗшли пирки асӑнтӑмӑр ӗнтӗ, ҫапла май унта АПШ, Турци, Болгари, Румыни патшалӑх посолӗсем те ҫитнӗ. Раҫҫейрен те килмелле пулнӑ иккен, анчах водителе пула вӑхӑта ҫитеймен пулать — ҫул ҫинче аташса-ҫухалса кайнӑ. Ҫапла вара Раҫҫей посолӗ тесе чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн ертӳҫине Олег Михайлович Цыпленкова пӗлтернӗ. Раҫҫей элчи те, кӑнтӑрлахи апат тӗлне ҫитейнӗ хыҫҫӑн ҫак лару-тӑрура пулӑшнӑшӑн Олег Михайловича тав тунӑ.

Уявӗ чӑн та лайӑх иртнӗ. Вӗҫленеспе концертпа савӑнтарнӑ — унта Турци, Боргари ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Чӑвашран та юрӑҫ пулнӑ — пирӗн халӑх юррисемпе «Янташ» ушкӑнра тата «Кӑмӑл» ҫемье фольклорӗн ушкӑнӗнче юрлакан Элпике (Аня) Егорова-чунташ паллаштарнӑ. Уйрӑмах «Оглан» гагауз халӑх юррин кӗввипе хывнӑ «Кӑлкан» (Алексей Наумов илемлетнӗ, А. Малышев сӑмахӗсем) чӑваш юррине пухӑннӑ халӑх лайӑх йышӑннӑ.

Уяв хуҫисем вӗсем патне килнӗшӗн пурне те тав турӗҫ. Чӑвашсемпе те яланах ҫыхӑнӑва тытса тӑма хатӗр пирки каларӗҫ — пирӗн халӑхсем хушшинчи пӗрлӗхе вӗсем манмаҫҫӗ иккен, астӑваҫҫӗ. Малашне те килме йыхравларӗҫ. Тепӗр ҫул хӑйсем те, пирӗн республикӑран йыхрав килсен, Республика кунне хутшӑнма шантарчӗҫ.

Сӑнсем («Однокласники» тетел, 243)

#уявсем, #Тӗрӗк халӑхӗсен конгресӗ, #Гагаузи, #Молдави, #элчӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем