Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Республикӑра: Таджикистанра пурӑннӑ Назира Чӑваш Енре юлнӑ амӑшне шырать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 17.10.2024 15:17 | 549 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫак сӑн ӳкерчӗкри пӗчӗк хӗр пӗрчи Назира Сангакова халӗ 23 ҫулта. Вӑл тӑван амӑшне шырать. Ашшӗ Назирӑна Таджикистана илсе кайнӑ. Хӗрача ун чухне пӗчӗк пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл амӑшне астумасть те.

Назирӑн упӑшки Саша /Раҫҫейре ӑна ҫак ятпа чӗнеҫҫӗ/ интернетра Шупашкарта пурӑнакан Светлана Черновӑпа ҫыхӑннӑ. «Ашшӗ Назирӑна Раҫҫейрен 2001 е 2003 ҫулта илсе кайнӑ. Таджикистанра вӑл ачана хӑйӗн амӑшӗпе хӑварнӑ, хӑй кайран темиҫе хут та авланнӑ, Раҫҫейрех пурӑннӑ. Назира амӑшне вӑл Раҫҫейре юлнине пӗлнӗренпе шыраса тупма ӗмӗтленет. Ҫулсем иртнӗҫемӗн унӑн тунсӑхӗ ӳссе кӑна пырать. Вӑл ӑна питӗ курасшӑн.

Назирӑпа Саша халӗ Раҫҫейре Новосибирскра пурӑнаҫҫӗ. Саша манпа ҫыхӑнсан Назира амӑшне шырани пирки хамӑн страницӑра пост вырнаҫтартӑм. Ман пата унӑн амӑшӗ пекрех хӗрарӑмсен сӑн ӳкерчӗкӗсене ярса паркаларӗҫ. Анчах вӗсенчен пӗри те вӑл пулманни палӑрчӗ. Тӗнчере пӗр пек 7 ҫын пур теҫҫӗ вӗт. Назира сӑнӗпе амӑшӗ пекех. Унӑн пит ҫӑмарти ҫинче пысӑк тур палли пур. Ахӑртнех, амӑшӗ ҫакна астуса юлнӑ. Ҫак сӑн ӳкерчӗкре пӗчӗк Назира мӗнле тумпа - ахӑртнех, ашшӗ ӑна ҫавӑнпах илсе кайнӑ, ҫуркунне пулнӑ-тӑр. Назира амӑшне шыранине ашшӗ питӗ хирӗҫ. Пӗлместӗп мӗншӗнне, анчах хӗрне вӑл унпа курнӑҫтарасшӑн мар. Назирӑна вӑл амӑшӗ ӗҫкӗҫ, бомж тесе те суйнӑ. Анчах Назирӑпа Сашӑна ку хӑратмасть. «Ӗҫкӗҫ тӗк сиплӗпӗр, бомж тӑк хамӑр патра пурӑнтарӑпӑр», - теҫҫӗ вӗсем. Анчах ҫак сӑн ӳкерчӗке пӑхсан ача тытнӑ хӗрарӑм эрех ӗҫет теме ҫук.

Назирӑн амӑшне Наташа тесе чӗнме пултараҫҫӗ. Унӑн аппӑшӗ Надя пулма пултарать. Паспортра Назира 2001 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ тесе палӑртнӑ. Анчах ку тӗрӗс мар информаци пулма пултарать. Ашшӗ Назирӑна каланӑ тӑрӑх, вӑл 1999 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарта е Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ», - каласа кӑтартрӗ Светлана Чернова.

Ҫак истори пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк, сӑн ӳкерчӗкри хӗрарӑма паллатӑр тӑк ҫак номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: 89196659689

#Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #шыравсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_12822
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем