Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑвашла пӗлтерӳсем пирки «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редаторӗ хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.09.2013 11:19 | 1921 хут пӑхнӑ
Алексей Леонтьев
Алексей Леонтьев

Чӑвашла пӗлтерӳ конкуренцие пӑсни ҫинчен йышӑннӑ суд пӗтӗмлетӗвӗ пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫ-пуҫ «Хыпар» хаҫата пырса тивнӗрен унӑн тӗп редакторӗпе Алексей Петрович Леонтьевпа тӗл пулса калаҫрӑмӑр, унӑн шухӑшне пӗлтӗмӗр.

Шупашкарти 30-мӗш автоҫул ҫумӗнчи лаптӑка тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳпе ҫыхӑннӑ суд ӗҫӗ пирки вӑл пӗрремӗш хут илтет. Пӗлтерӳпе ҫыхӑннӑ материалсене хаҫатран ыйтни пулнӑ, анчах та редакцирен никама та суда чӗнмен, суд йышӑнӑвӗпе те паллаштарман.

Кунашкал йышӑнупа Алексей Петрович, паллах, килӗшмерӗ — унӑн шухӑшӗпе — суд пӗтӗмлетӗвӗ чӑвашла хаҫатсене хӗсет (чӑн та, капла пӗлтерӳсене чӑвашла пама юрамасть пек пулса тухать). Ҫавӑн пекех «Хыпар» хаҫат ял ҫынни валли ҫеҫ тени те тӗрӗс мар — Шупашкарта кӑна унӑн тиражӗ 2300 ытла саланать.

Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑра патшалӑхӑн икӗ чӗлхи шутланать — чӑваш тата вырӑс чӗлхисем. Ҫавӑнпа чӑвашла хаҫатсем те пӗлтерӳ пама юрӑхлӑ пулни пӗрре те иккӗлентермест. Алексей Петрович каланӑ тӑрӑх — пӗлтерӳсем вырӑсла пичетленнӗ.

Ҫак лару-тӑрӑва «Хыпар» хаҫат хӑй мӗнле хак панине — хаҫатра мӗнле хурав тухнине — сӑнасах тӑрӑпӑр.

#хаҫатсем, #чӑваш чӗлхи, #Хыпар

 

Комментари:

Agabazar // 1907.13.7897
2013.09.05 11:27
Agabazar
Кунта ак çакнашкал ен те пур. "Хыпар" хасатăн экономикăлла никĕсĕсенчен пĕрне çапса хуçни. Мĕншĕн тесен укçалла пĕлтерӳсем хаçат бюджетне каяççĕ. Халь вара çавсемсĕр тăрса юлмалла-и? Ку вара конкуренцие пăсни мар-и-ха? Вырăсла хаçатсем чăвашлисемпе танлаштарсан конкуренцире Умырлăх тата Умпахалăх илеççĕ. Арбитражăн йышăнăвĕсем (пулнах пулсан) хăйсем монополистсем çуратаççĕ.
Agabazar // 1907.13.7897
2013.09.05 11:46
Agabazar
Цитата:"Шупашкарта кăна унăн тиражĕ 2300 ытла саланать." Кунта тиража шутласа ларни, ман шутпа, кирлех те мар. Мĕншен тесен "Хыпара" вулама никама та чармаççĕ: хуть те кам та вулама пултарать. Йышăнусене саккунпа килĕшӳллĕн протест (е урăхла калаççĕ-и-ха ăна юридици чĕлхипе?) памалла. Капла хăварма юрамасть.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем