Аш-какай туса илес тӗлӗшпе мӗнле кӑна чӗрчуна ӳстермеҫҫӗ пуль — вӑкӑрсенчен пуҫласа страуссем таранах. Казахстанри пӗр усламҫӑ вара аш валли чӗрӗпсене ӳстерме шутлать.
Акмола тӑрӑхӗнче пурӑнакан Сергей Букушев, иккен, унччен ытти чӗрчунсене те ҫитӗнтернӗ — кӑвакалсене фуа-гра валли, каярах шуйсене. Анчах темшӗн ӗҫӗ кайман ун. «Никамӑн та ҫук бренд йӗркелесшӗн эп», — ӑнлантарать усламҫӑ. — «Чикӗ леш енче анлӑ сарӑлнӑ япалана пирӗн таврана илсе килесси нихҫан та ман шутпа ӑнӑҫлӑ пулмӗ. Мӗн те пулин хамӑрӑннине шутласа кӑларас пулать».
Чӗрӗпсене ерчетес шухӑш патне Сергей хӑйне ҫак чӗрчун ашӗпе хӑналанӑ хыҫҫӑн пырса тухнӑ иккен. Ваттисен каласа панине те аса илнӗ вӑл — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче чӗрӗпсен ашӗ те апата кайнӑ иккен.
Чӗрӗп ашне усламҫӑ анӑҫри патшалӑхсене сутасшӑн. Хӑй ҫӗршывӗнче туянакансем тупӑнасса шанмасть вӑл — ун шухӑшӗпе Казахстанри халӑх хӑнӑхман апата туянасшӑнах пулмӗ.