Республикӑри ШӖМ ӗҫенӗсем кӗҫех культура йӗркине пӑснӑ ведомство тулашӗнчи хурал ӗҫченӗсене хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫӗн тӗрӗслевне вӗҫленӗ пулнӑ. Кун ҫинчен авӑнӑн 5-мӗшӗнче ведомство тетелӗнче пӗлтернӗ.
Ирттернӗ тӗрӗслевре вара ҫакна тӗпчесе пӗлнӗ: ҫурлан 29-мӗшӗнче каҫкӳлӗм еннелле икӗ полици ӗҫченӗ Шупашкарти Пролетари урамӗнчи 27-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче каҫхи хурала ирттернӗ чухне хӗвел ҫаврӑнӑшне шӗкелчесе 10 минутлӑх «тӑхтав» ирттерес тенӗ, хупписене вара вӗсем ҫул ҫинех сурса тӑнӑ имӗш.
Йӗрке хуралҫисен лайӑхах мар ӗҫӗ ҫинчен Тӗнче тетелне кӑларнӑ видеона пула пӗлнӗ иккен. Министерствӑра икӗ полици ӗҫченӗн культурсӑрлӑхне Раҫҫейри ШӖМ управленийӗ йышӑннӑ пӑхӑнма ыйткан приказа пӑснӑ тесе ҫирӗплетнӗ. Ҫапла майпа видеора «палӑрнӑ» икӗ полици ӗҫченӗ, вӗсен 5 ертӳҫине ҫирӗп дисциплинарлӑ яваплӑх тытарма йышӑннӑ.