Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Канашсем» ЧНК Президенчӗн вырӑнӗнче Николай Лукианова курасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.09.2013 10:41 | 1884 хут пӑхнӑ

Ҫак кунсенче Канаш районӗнчен тухнӑ ҫынсене пӗрлештерекен «Канашсем» ентешлӗхӗн президиум ларӑвӗ иртнӗ — унта тӗрлӗ ыйтусем сӳтсе явнӑ, ҫав шутра Чӑваш наци конгресӗн ҫитес Аслӑ пухӑвне кама ямаллине те.

Лару хыҫҫӑн хатӗрленӗ протоколта (шел те, ӑна вырӑсла ҫырнӑ: е Анатолий Кипеч протокол ҫырма чӑваш чӗлхине кирлӗ шайра пӗлмест тесе шутлать, е ҫыруҫи, Юрий Тарасов, чӑвашла лайӑх пӗлмест — калама ҫук) ЧНК хӑйӗн ӗҫне япӑх пурнӑҫлани пирки асӑннӑ. Халӑхра та имӗш, чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑллах мар. Чӑваш халӑхӗн интересӗсене хӳтӗлеме йӗркеленӗ организаци ларӑва хутшӑннисен шухӑшӗпе концертсемпе илемлӗх конкурсӗсене ирттерекенсен шайне анса ларнӑ. Конгресӑн чаплӑ ятне тавӑрас тесен ӑна малашне тивӗҫлӗ ҫын ертсе пымалла — «Канашсем» ентешлӗх вӑл ҫын вырӑнӗнче ЧАП партийӗн ертӳҫи пулнӑ Лукианов Николай Егоровича курать. Ҫак кандидатурӑпа вӗсем ытти ентешлӗхсене килӗшме сӗннӗ.

Аса илтеретпӗр, ЧНК Аслӑ пухӑвӗ юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртмелле. Унта, сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ Президента суйламалла.

Пӗлме: «Канашсем» ентешлӗхе чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Кипеч ертсе пырать. Ентешлӗх президиумне ҫавӑн пекех Алексеев А.Ю., Семёнов В.П., Викторов Н.А., Лидия Филиппова, Лукианов Н.Е., Тарасов Ю.А., Гурьев В.В., Паавлов В.М., Клементьева И.В., Мардарьев С.Н. кӗреҫҫӗ.

#ентешлӗхсем, #Канашсем, #Канаш районӗ, #ларусем

 

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.12 16:18
Тахçанах Юкур Кулин Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ вырăнĕнче пулмалла.
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.12 19:35
Кам чарнă? Ма пулма хал çитереймен?.Архипов чирлесе ӳксен пурте маттур пулса кайрĕç ун вырăнне кĕрсе ларма.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.12 20:40
Вара Юкур Кули кая юлнă-им халь çав вырăна йышăнма?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем