Пирӗн Хӗл Мучи Тол-Бабай патне хӑнана кайма хатӗрленет. Вӑл – удмуртсен
Ҫӗнӗ ҫул асамҫи. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал хыпарлать.
Тол-Бабай пурӑнакан ялта раштав уйӑхӗн 14-15-мӗшӗсенче фестиваль иртӗ. Шӑпах унта кайма хатӗрленет пирӗн Хӗл Мучи. Фестивале тӗрлӗ регионти асамҫӑсем хутшӑнӗҫ: Костромари Юр пике, Пенза облаҫӗнчи Боянпа Сурия, Екатеринбургри Урал-Морозпа Весна-Красна, Карелири Паккайне тата Луминайне, Чӑваш Енри Хӗл Мучи... Паллах, капӑр чӑрӑш та пулӗ.