Чӑваш Ен экономаталануминӗ наци кухнин историйӗпе, йӑлипе тата уйрӑмлӑхӗпе паллаштарас тӗллевсемпе вырӑс тата акӑлчан чӗлхипе «Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ» ятарлӑ брошюра кӑларнӑ.
Кӗнекере Чӑваш Республикин обществӑлла апатлану организацийӗсем сӗннӗ чӑваш халӑхӗн тата паянхи кунсенчи кухньӑн рецепчӗсене илсе панӑ, сӑнӳкерчӗкесемпе илемлетнӗ. Уйрӑмах унта ҫӗрулмирен, хӑй тӗллен ӳсекен ӳсентӑранран, сӗт-ҫу таврашӗсенчен тата чустаран пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫ ҫине тимлӗх уйӑрнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пирӗн республикӑра ҫеҫ мар ытти ҫӗршывсенче те паллӑ. Ҫакӑн пек апат-ҫимӗҫ шутне — какай шӳрпи, шӑрттан, хуплу, чӑкӑт, хуран кукли тата ытти кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне брошюрӑра Чӑваш Республики ҫинчен, чӑваш кулинарийӗ тӗрлӗ шайри фестивальсенче, чемпионатсенче, олимпиадӑсенче тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен тата «Чӑваш биопродукт» тавар палли ҫинчен калакан хыпарлав пур.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.13 08:23 | |
Мĕн сăлтав пирки Чăваш апат-çимĕçĕн историйĕпе пахалăхĕсем çинчен çырнă кĕнекене чăваш чĕлхипе кăларман? Ку вăл чăваш чĕлхине пуянлатни пулмасть-и е чăваш чĕлхи тислĕк вырăнĕнче пулнине кăтартать-и? | |
Agabazar // 3581.89.2018
2013.09.13 08:47 | |
Микулайăн комментарийĕ халлĕхе курăнмасть, анчах мĕн çырнине малтанах пĕлеп: кĕнеке чăвашла маршăн пăшарханать пулас. | |
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.13 17:16 | |
Тĕнчере чи малтан тăван чĕлхепе çыраççĕ. Ун хыççăн ют чĕлхесем çине те куçараççĕ. Пачах та урăхла мар. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.09.13 20:05 | |
Ку кĕнеке рекламăллă япала, çавăнпа та ман шутпа кунта чăваш чĕлхине ыйтни ытлах вырăнлă мар. Тепĕр енчен «Чăваш тумĕ» кĕнеке те рекламăллисен шутне кĕрет пуль, анчах Николаев В.В. ăна чăвашла тата вырăсла кăларма ăс çитернех. Акăлчанли пирки те манман. | |
Agabazar // 1337.77.5963
2013.09.13 20:39 | |
Мĕншĕн чăваш чĕлхин реклама чĕлхи пулмалла мар? Капла каласа эпир леш Чулхулари арбитраж сучĕн хăраххи пулатпăр. http://www.irekle.org/news/i1265.html Тепĕр енчен, Слапух Турра, хуть вырăсла тата акăлчанла тухнă-ха. Пачах кăлармасса та пултарнă вĕт! | |
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.14 08:20 | |
Чăваш чĕлхине ют чĕлхесемпе усă курса пулăшни вăл - Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çуккине кăтартать. |