Ҫапла шут тутнӑ иккен американ сывлӑшҫӳревҫи Джонатан Трапп. Вӗҫеве вӑл ӗнер ирхине (выранти вӑхӑтпа) АПШри Карибоу хулинчен тухнӑ. Атлантика океанӗ урлӑ каҫма пурӗ 4 пин ҫухрӑм вӗҫмелле, ҫакӑн валли ӑна 3–5 кун кирлӗ пулӗ. Океанӑн тепӗр енне каҫса Джонатан Трапп Европӑн пӗр-пӗр кӗтесӗнче чарӑнма шухӑшлать. Ҫул тӑкакне — 300 пин доллара — вӑл халӑхпа пӗрле пуҫтарнӑ иккен.
Чи йывӑр самант ҫак ҫулҫӳревре — ҫанталӑк улшӑнӑвӗ. Пӗр ҫил вӑйӗпе кӑна каҫма шутланӑран унӑн ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене мӗнле пур ҫапла йышӑнма юлать ҫеҫ вӗт.
Енчен те унӑн ҫулҫӳревӗ ӑнӑҫлӑ вӗҫленет пулсан — океан урлӑ ҫак мелпе каҫнисен шутӗнче вӑл пӗрремӗш пулӗ. Опычӗ ҫук темелле мар ӗнтӗ — унччен вӑл 2010 ҫулта Ла-Манш пролив урлӑ вӗҫсе каҫнӑ.