Илле Иванов журналиста хӳтӗлесе паллӑ ӑсчахсемпе культура ӗҫченӗсем уҫӑ ҫырупа тухнӑ. Вӗсем Чӑваш Республикин Аслӑ судне «Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяна 2012 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче «экстремистлӑ» тенине ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ, Илле Иванов тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Уҫӑ ҫырӑва алӑ пуснисен шухӑшӗпе статья халӑхсем хушшинче нимӗнле хирӗҫӳлех те ҫуратмасть, унта Алексей Кудрин автор чӑваш чӗлхин статусӗ пирки хӑйӗн ирӗклӗ шухӑшне пӗлтернӗ ҫеҫ. Куншӑн никама та айӑплама юрамасть.
Алӑ пусакансен йышӗнче: В.Г. Родионов философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Н.А. Енилин халӑх художникӗ, Н.А. Исмуков Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи, А.В. Кулагин депутат, Н.И. Егоров Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Ф.И. Мадуров Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, В.С. Пряников Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлах ӗҫченӗ, Б.Н. Глинкин кире пуканӗпе спорт мастерӗ, В.Ф. Павлов Вӑрмар район пухӑвӗн депутачӗ.
Уҫӑ ҫырупа кунта паллашма май пур.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.14 08:17 | |
Ку уçă çыруна вырăссем çырнă-им? | |
Agabazar // 3300.20.8974
2013.09.14 09:54 | |
Йăнăшмастăп пулсан, А.В.Кулагин депутат (ЛДПР партирен) вырăс. | |
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.14 10:19 | |
Çав сăлтав пирки вырăсла çырнă-им? Е чăваш чĕлхин Чăваш республикинче вырăнĕ çуккине пĕлтерет ку çыру? | |
Agabazar // 2459-1655
2013.09.14 13:18 | |
Тĕленмелле сиртен Migulaj! Çынсем уççыру çырса паттăрлăх кăтартнă. Эпир пур тĕп ыйтуран таçта аяккалла пăрăнатпăр. Ахăртнех уççрăвăн чăвашла варианчĕ те пур пуль-ха. | |
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.14 13:45 | |
Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çукки Agabazarа тĕлĕнтерет. Юрать ĕнтĕ савăнтармасть пулсан. | |
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.14 14:30 | |
Чăваш Патшалăх депутачĕн чăваш чĕлхине пĕлмелле мар-им? |