«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Валентина Яковлева пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Патӑрьел округӗнчи Вӑтаел ялӗнче кӑнтӑр кунӗнчех хӗрарӑма тилӗ тапӑннӑ. Вӑл лавккана кайма тухнӑ.
Ялта ҫын нумай пулсан та тилӗ хӑраман, ун ҫине сиксе ларса янахӗнчен, хулӗнчен ҫыртнӑ. Хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Кӳршӗ арҫынни пуртӑ йӑтса тухса тилле мӑйӗнчен сӗрнӗ.
Хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Тилӗ виллине вара Шупашкарти лабораторире тӗрӗслӗҫ, урнӑ чир пулнипе пулманнине палӑртӗҫ.