Ӗнер кӑнтӑрла Патӑрьел округӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче пахча ҫимӗҫе тирпейлемелли складра пушар пулнӑ. Пушар 288 тӑваткал метр лаптӑка тата пурлӑха сиенлетнӗ. Телее, аманнисем, вилнисем пулман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электричество сечӗ авариллӗ режимра ӗҫленӗрен тухнӑ. Палӑртмалла: республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 19 пушар пулнӑ. Вӗсенче 3 ҫын суранланнӑ.