Пирӗн республикӑра пурӑнакансем Пӗтӗм Раҫҫейри «Моя въездная группа» II конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурсӑн куҫӑнсӑр тапхӑрӗ ыран, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Куҫӑн тапхӑр нарас уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче Мускаври «ЭКСПОЦЕНТРта» иртӗ.
Шупашкара кӗнӗ ҫӗре стела вырнаҫтарни тата кӗмелли илемлӗ вырӑн туса хуни ҫул ҫӳрекенсене тата та ытларах илӗртессе шанаҫҫӗ.
Хулана кӗмелли вырӑн епле пулмалли пирки хӑвӑр шухӑшӑра Шупашкар хулин музейпа туризм центрне пӗлтерме пултаратӑр.
Унӑн телефонӗ +7 (8352) 23-20-31 и 23-20-24. Электрон адрес: tic-cheb@mail.ru.