Ӗнер строительство министрне Михаил Коледана ЧР Элтеперӗ шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ ведомствӑна вӑхӑтлӑха ертсе пыракан ҫынна палӑртнӑ: вӑл – строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Владимир Максимов.
Аса илтерер: ведомствӑра прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. «На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн Раҫҫей Строительство министерстви министра ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ имӗш.
Палӑртса хӑварар: Владимир Максимов 1985 ҫулта Вӑрмар тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗлле ЧПУра «Бухгалтери учечӗ, анализ тата аудит» специальноҫпе вӗреннӗ.
Agabazar // 2111.47.2133
2025.01.17 18:50 | |
«вăхăтлăх» темеççĕ. Урăхла каламалла. Бюрократи чĕлхине пăхăнмалла. |