Чӑваш кӗнеке издательствинче «Асамлӑ ачалӑх» кӑларӑм пичетленсе тухнӑ. Кӑларӑмра XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литературинче ырми-канми тӑрӑшакан ҫыравҫӑсем ачалӑхне, асра юлнӑ вӗрентекенӗсене, пӗрремӗш хайлав ҫырнине, вӑл хӑҫан кун ҫути курнине аса илнине пичетленӗ иккен.
Кӗнекене пурӗ 37 автор кӗнӗ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
«Ҫыравҫӑсене ҫуралнӑ ҫулӗсене кура вырнаҫтарса тухнӑ. Темиҫе автор пӗр ҫултах ҫуралнӑ пулсан – уйӑхне кура. Ҫапла майпа вӗсем ӳснӗ вӑхӑт уҫҫӑн курӑнать. Чылайӑшӗн пирвайхи хайлавне илсе панӑ. Вӗсене е автор аса илсе ҫырнӑ, е хаҫат-журналта пичетленнине тӗпе хунӑ. Пичетленнӗ хайлавсене улӑштармасӑрах кӗртнӗ, ҫавӑнпа та аслӑ ҫулти ҫыравҫӑсен сӑвви-калавне вӑл вӑхӑтри пекех хӑварнӑ.
Кӗнекере ҫыравҫӑсен биографийӗсем пур. Кӑларӑма Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗрпе Самар облаҫӗсенчи чӑваш ҫыравҫисен асаилӗвӗсене кӗртнӗ», – пӗлтернӗ умсӑмахра кӗнеке издательствин тӗп редакторӑн ҫумӗ Ольга Федорова.