Элӗк округӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пурӑнакан Лаврентьевсем туй тунӑранпа 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсен юратӑвӗ ҫемьери ҫамрӑк ӑру валли ырӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ.
Вениамин Федоровичпа Ольга Дмитриевна виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗр ӳстернӗ. Халӗ сакӑр мӑнукпа, икӗ кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Ҫемьери килӗшӳ вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре-ха? Пӗр-пӗрне килӗштернинче, хисепленинче.