Паян 5 арҫын Атӑл ҫинче пулӑ тытнӑ чухне инкеке лекнӗ. Ахӑртнех, хӑйсем те сисмен – пӑр катӑлса вӗсене шыв юххипе илсе кайнӑ.
Вӗсем патне ҫӑлавҫӑсем аэрокимӗпе ҫитнӗ. Юрать-ха, ҫӑлнӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
«Ҫавӑн пек ҫанталӑк пирӗн. Кун пеккине пӗрремӗш хут куратӑп. Курӑр-ха, Атӑл ҫинче мӗн пулса иртет. 15 градус сивӗ», – тенӗ ҫакна курнӑ ҫын.
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.23 05:05 | |
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ. |