Кӑрлач уйӑхӗн юлашки эрненче мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнен пӗрремӗш ҫурринче тӗтре тӑрӗ, йӗпе юр е ҫумӑр ҫӑвӗ. Сывлӑш температури 1 градус сивӗрен пуҫласа 4 градус таран ӑшӑ пулӗ.
Ытларикун, ахӑртнех, 2002 ҫулхи рекорд ҫӗнелӗ: 1,2 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫавна май юр хулӑнӑшӗ чакӗ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта вӑл 11 сантиметр хулӑнӑш.
Телее, йӑлтах ирӗлсе пӗтмӗ. Канмалли кунсенче юр ҫӑвӗ. Ун хыҫҫӑн ҫитес эрнере арктика сывлӑшӗ килӗ. Эппин, хӗлле таврӑнӗ-ха.