Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм криптовалютӑпа ӗҫлесе илес тенӗ те ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хӑй – хулари предприятире касса уйрӑмӗнче ӗҫлекенскер.
Вӑл юпа уйӑхӗнче паллашу сайтӗнче арҫынпа ҫырӑнма пуҫланӑ. Лешӗ ӑна пысӑк укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Унӑн иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ, Лев ятлӑскер, Австрире криптовалюта аналитикӗ-мӗн. Хайхискер пулӑшӗ имӗш.
Ҫав палламан ҫынна 35-ри хӗрарӑм кӑна мар, амӑшӗ те ӗненнӗ. Вӑл хӗрне 4 миллион тенкӗ панӑ. Чӳк уйӑхӗнче хӗрарӑм тӗрлӗ счет ҫине 900 пин тенкӗ куҫарнӑ, раштавра – тепӗр 3 миллион та 250 пин тенкӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн кӑна хӑй ултавҫӑсене серепине лекнине ӑнланнӑ.
Кун тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.