Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарпти ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ.
Вут-ҫулӑм каҫхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче Строительсен урамӗнчи 50-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте тухнӑ.
Пӑтӑрмахшӑн кил хуҫи хӑй айӑпла иккен. 61 ҫулти арҫын пирус чӗртсе янӑ та ӑна сӳнтермесӗрех ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Унӑн матрасӗ ҫунма тытӑннӑ. Тӗтӗм шӑршине сиссен кӳршисем арҫынна вӑратнӑ, пушарпа кӗрешекенсене чӗнсе илнӗ.