Улатӑр районӗн тӗп пульницин хирургӗсем ватӑ хӗрарӑма операци туса пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Халӗ вӑл хӑйне аванах туять.
Галина Парфеновнӑн ӳт температури хӑпарнӑ, хырӑмӗ ыратнӑ, кӑмӑлӗ пӑтраннӑ. УЗИ тунӑ хыҫҫӑн унӑн ват хӑмпинчен чулсем пулни палӑрнӑ. Пациентӑн ӳсӗмне кура тухтӑрсем малтан ӑна сиплеме йышӑннӑ. Анчах ку пулӑшман, чул ват хӑмпинчех юлнӑ.
Теветкеллӗ пулсан та кинемее операци тума тивнӗ. Телее, вӑл ӑна чиперех чӑтса ирттернӗ, майӗпен утса ҫӳреме пуҫланӑ. Тухтӑрсем ӑна кӑшт сӑнанӑ хыҫҫӑн киле янӑ.