Шупашкар хулинче килсӗр-ҫуртсӑр, пӗр документсӑр-мӗнсӗр ҫынна паспорт туса панӑ, кӗҫех ӑна интерната вырнаҫтарӗҫ.
Килсӗр-ҫуртсӑр, пӗр документсӑр ҫын кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне лекнӗ. Тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ ҫынна урама кӑларса яраймӑн. Унтисем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пӗлтернӗ.
Арҫынна халӗ паспорт туса панӑ. Документа туса пама Шалти ӗҫсен министерствин Миграци ыйтӑвӗпе ӗслекен управленийӗ пулӑшнӑ, патшалӑх пошлинине тӳлеме чиркӳ укҫа уйӑрса панӑ.