Авӑнӑн 19-мӗшӗнче каҫ-кӳлем «Канаш» чӑх-чӗп фабрикин складне вӑйлӑ ҫулӑм хыпса илнӗ пулнӑ. Кун ҫинчен республикӑри ИӖМ служби пӗлтерет.
Турра шӗкӗр, сиксе тухнӑ инкекре никам та сусӑрланман. Regnum хыпарлав агенстви пӗлтернӗ тӑрӑх складра 10 тонна тырӑ тата ҫав виҫепех хӗвелҫаврӑнӑш жмыхӗ ҫунса кайнӑ. Складра пӗтӗмпе 400 тонна тырӑ упраннӑ иккен.
Ҫуннӑ лаптӑк — 1 260 тӑваткал метр. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем ҫулӑма хӑвӑрт-хӑвӑрт сӳнтерсе утӑ упранакан ҫурт-йӗре, птичника тата ытти 3 миллион тенкӗ ларакан пурлӑха ҫӑлса хӑварнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтернӗ ӗҫре 11 ҫын тата 4 техника единици хутшӑннӑ.
Паяна пушар тухнӑ сӑлтавӗ паллӑ мар-ха.