Улатӑр хулинче пурӑнакан мӑшӑр «Тӑватӑ туй» телекӑларӑмра ӳкерӗннӗ. Ӑна «Пятница!» телеканалпа кӑтартаҫҫӗ.
Андрейпа Наталья халӑх тетелӗнче паллашнӑ. Каччӑ смартфонсем юсать, хӗр сӗтел-пукан фабрикинче ӗҫлет. Халӑх тетелӗнче пӗр уйӑх хутшӑннӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксен пӗрлешме шухӑшланӑ. Вӗсен туйӗ 500 пин тенкӗлӗх иртнӗ. Ӑна «Пятница!» каналпа кӑтартнӑ. Кӑларӑмра Чӑваш Енри мӑшӑрпа тупӑшакансем, Мускаври тата Санкт-Петербурги хӗрсем, Натальйӑн кӗпине, каччӑн клеткӑллӑ костюмне, менюри «майонез ӑшӗнчи хӑяра» тиркенӗ. Вӗсен туйӗ япӑх иртнӗ теме ҫук: сӗтелӗ пуян пулнӑ, ҫав шутра – пулӑ вӑлчи те, сӑмакун та. Туйра мӑшӑр хитре ташланӑ. Анчах вӗсем телекӑларӑмра юлашки вырӑн йышӑннӑ. Унта Мускаври 18 ҫулти хӗр, «бохо» стилӗпе качча кайнӑскер, ҫӗнтернӗ.