Полици уйрӑмне Шупашкарти суту-илӳ центрӗнче смарт-сехет вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Вырӑна Порш ятлӑ овчаркӑпа кинолог ҫитнӗ.
Йытӑ шӑршӑ туйса ҫийӗнчех йӗр ҫине ӳкнӗ, кофейньӑна илсе ҫитернӗ. Унта смарт-сехете вӑрлама пултарнӑ икӗ ҫамрӑка тупнӑ. Вӗсем - Самар хулинчен.
Ҫак ҫамрӑксем кӗске вӑхӑтра темиҫе лавккара вӑрлама ӗлкӗрнӗ иккен: сехет, пылесос, колонка, куртка... Пӗтӗмпе – 60 ытла пин тенкӗлӗх.
Вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑрланӑ япаласене вара хуҫисене тавӑрса панӑ.