Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменне 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем ташлама пухӑнаҫҫӗ. Мероприятие «Хастар вӑрӑм пурнӑҫ» федераци программипе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ.
Пӗррӗмӗш тӗлпулу нарӑсӑн 11-мӗшӗнчӗ иртнӗ. Унта 70 ытла ҫын ташлама пухӑннӑ.
Сӑмах май, кун пек ташӑ каҫӗсем 5 ҫул каялла та пулнӑ. Халӗ вара ҫак ырӑ йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма шухӑшланӑ. Ташӑ каҫне уйӑхра 1-2 хут ирттерме палӑртнӑ.