Канаш хулинче йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Унта вара 60 кролик тата 250 путене пулнӑ. Вӗсене ҫӑлайман. Ҫулӑм 50 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушара сӳнтерес ҫӗре 11 специалист, 3 техника хутшӑннӑ.
Сӑмах май, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Муркаш округӗнче Патакассинче фермӑра пушар пулсан 30 ӗнене эвакуациленӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 137 пушар пулнӑ, вӗсенче 7 ҫын вилнӗ.