Ҫумӑр тӑтӑш ҫуса тӑнипе ҫӗрулми кӑларасси республикӑра пысӑк йывӑрлӑхпа пырать. Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов каланӑ тӑрӑх, ҫак уйӑхра виҫӗ уйӑх виҫи чухлӗ ҫумӑр ҫунӑ-мӗн.
Хальлӗхе «иккӗмӗш ҫӑкӑра» мӗнпур лаптӑкӑн ҫурринчен кӑшт кӑна ытларах кӑларнӑ — пурӗ 5 550 гектар е 52,5 процент. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 152 центнера ларать. Ҫӗрулмине кӑларасси Красноармейски, Етӗрне, Комсомольски тата Канаш районӗсенче уйрӑмах майӗпен пырать.
Ял хуҫалӑх министрӗ ҫӗрулми пуҫтарас ӗҫе техникумсенче тата аслӑ шкулсенче вӗренекенсене, «тен, шкулсене те» явӑҫтарма сӗннӗ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ку ыйтӑва вӗренӳ учрежденийӗсен тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе пӗрле татса пама сӗнсе хӑварнӑ.