Чӑваш Енре виҫӗ ҫынна вӗлерме тӑнӑ 29 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрах, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫав ҫамрӑк хӑй унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма тавӑрма шутланӑ. Ҫавӑнпа вӑл унӑн тӑванӗсене вӗлерес тенӗ.
Усал шухӑшпа хӑйӗн пӗлӗшне ӳкӗтлесе те хӑратса хайхисен пӳртне чӗртсе яма хушнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче лешӗ Шупашкар тӑрӑхӗнчи яла ҫитсе пӳрте чӗртсе янӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре хӗрарӑмӑн ашшӗ-амӑшӗ тата пиччӗшӗ ҫывӑрнӑ. Вӗсем вӑранса урама тухса тарма ӗлкӗрнӗ. 5 миллион тенкӗрен кая мар тенкӗлӗх вара шар кӑтартнӑ-кӑтартнах.