Иртнӗ ҫул Чӑваш кӗнеке издательстви вырӑссен аслӑ поэчӗ А.С. Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалласа «Я помню чудное мгновенье… Асрах асамӗ ҫав самантӑн…» сӑвӑ пуххине икӗ чӗлхепе пичетлесе кӑларчӗ. Чӑвашла ӑна Василий Кошкин-Кервень сӑвӑҫ куҫарнӑ. Кӗнеке тухнӑ ятпа йӗркеленӗ хӑтлавра, хаҫат-журналти рецензисенче, радиопа телевидени передачисенче асӑннӑ издание пысӑка хурса хакларӗҫ. Куҫаруҫӑ вырӑссен аслӑ поэчӗн сӑввисен тарӑн шухӑшне тата санарлӑхне чӑвашла вырӑнлӑ та виҫеллӗ куҫарнине, сӑвӑсен формине пысӑк ӑсталӑхпа тытса пынине палӑртрӗҫ.
Ҫак кунсенче асӑннӑ кӗнекене Раҫҫӗй ҫыравҫисен Союзӗн секретариатӗнче сӳтсе явнӑ, вырӑс генийӗн пултарулӑхне халӑх хушшинче сарас ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Василий Кошкин-Кервене Пушкин ылтӑн медальне памалла тунӑ.
Лешкукша // 3826.01.2886
2025.03.11 18:09 | |
Тав хаклама пултарнӑшӑн! | |
Agabazar // 3232.05.5023
2025.03.11 19:07 | |
![]() |
Кервен. Мяхкий-снак кирлӗ мар. Пӗррехинче, Кервенпе пӗрле, чӑваш сӑмахӗсене таткаласа пӗтерессишӗн тӑракансене шарлантарнӑччӗ тахӑш тӗлте. Чылай пулать ӗнтӗ унтанпа. |
Алексин // 1304.21.3781
2025.03.12 09:31 | |
Асаннă кĕнекере çапла кăтартнă, автор шухăшĕпе килĕшÿллĕн. Вырăсла КервеН пулса каять те. | |
Agabazar // 1440.85.8549
2025.03.13 01:37 | |
![]() |
Вырăсла текстра — Кервень, чăвашла текстра — Кервен. |