Чӑваш Республикин команди патшалӑх сборнӑйӗ йышӗнче сӑрт-ту ҫулӗсенчи спорт туризмӗ енӗпе иртнӗ тӗнче шайӗнчи чемпионатра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш Республикинчен ҫак ӑмӑртӑва Григорий Львов, Максим Шарыпкин, Федор Ильин, Виктор Краснов тата Надежда Краснова хутшӑннӑ. Вӗсем Тянь-Шаньти Кӑрсӑс ту хырҫинче йӗркеленӗ йывӑрлӑх енчен 6-мӗш шайра тӑракан ҫула парӑнтарнӑ.
«Маршрута йӗркелес тата ӑна тивӗҫлӗн парӑнтарас енӗпе нумай ӗҫ тунӑ: тем тесен те кашни спортсмен вӑй-хал, техника тата кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен хайӑх аталанмалла. Йывӑрлӑх енчен улттӑмӗш шайра тӑракан маршрутсем – ҫак спортӑн чи йывӑр тӗсӗ, 3 эрне хушши тӑсӑлакан маршрутра спортсменсем хӑйсем ҫине тата юлташсем ҫине кӑна шанма пултараҫҫӗ. Чӑваш Республикин спорт туризмӗ енӗпе йӗркеленӗ наци команди 2018 ҫултанпа спорт туризмӗн «сӑрт-ту маршручӗ» дисциплининче Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче иртекен ӑмӑртусенче ӑнӑҫлӑ хутшӑнса лайӑх кӑтартусем кӑтартать. Пирӗн ушкӑнсем 7 ҫул хушши Тӗнче чемпионачӗсенче, Раҫҫейри чемпионатсемпе кубоксенче ҫӗнтерӳҫӗ тата призер пулса тӑраҫҫӗ, сӑрт-ту туризмӗ енӗпе чӑваш шкулӗ ҫӳллӗ шайра пулнине тивӗҫлӗн кӑтартса параҫҫӗ», — палӑртнӑ Чӑваш Республикин Спорт туризмӗн федераци президенчӗ Владимир Атачкин.