Типӗ ҫанталӑк тӑнӑран республикӑра пӗлтӗрхи курӑк ҫуннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркуннехи сезон пуҫланнӑранпа ҫакнашкал 12 тӗслӗх пулнӑ. Пӗтӗмпе 15 гектар лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ.
Чи пысӑк пушар Канаш округӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗ хӗрринче пулнӑ. Унта 20 пин тӑваткал лаптӑк ҫинчи ҫулӑма сӳнтернӗ. Юрать-ха, ҫулӑм юнашарти вӑрман ҫине куҫман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тивӗҫлӗ канури арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ.
Agabazar // 1791.96.0114
2025.03.25 17:00 | |
![]() |
Юрамасть! |