Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче роза ӳстерекенсене тупса палӑртнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем йӗркене пӑсса пурнӑҫланӑ иккен.
Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи пӗр теплицӑра чикӗ леш енчен килнӗ ҫынсем тар тӑкни пирки миграци енӗпе ӗҫлекен специалистсене систерекенсем пулнӑ.
Инспекторсем тӗрӗслеме тухса кайнӑ. Унта, чӑн та, мигрантсем ӗҫленӗ иккен. Узбекистанран хайхисем пирӗн ҫӗршыва миграци саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑнманни палӑрнӑ. Ҫавсем роза калчи ӳстернӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ.
Йӗркене пӑснӑ мигрантсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, 5 пин тенкӗ таран штраф хурса парӗҫ, пирӗн ҫӗршывран кӑларса яма пултарӗҫ.
Теплицӑра нелегалсене ӗҫлеттернӗ ҫынна та саккун явап тыттарма май парать.