Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти лавккасенчен пӗринчен ҫипуҫ ҫухалнӑ. Унта ӗҫлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, лавккана виҫӗ хӗрарӑм кӗнӗ. Вӗсем ача кӳмипе пулнӑ. Лавккари ҫипуҫа вӗсем кӳмене хурса тӳлемесӗр тухса кайнӑ. Пурӗ 25 пин тенкӗлӗх вӑрланӑ.
Вӗсене Улатимӗр облаҫӗнче тытса чарнӑ. Вӗсем «Тойота» автомобильпе пынӑ. Вӑрасем пурте Мускавран, 23-37 ҫулсенче. Вӗсенчен пӗрин ача пур, тепри ҫывӑх вӑхӑтра амӑшӗ пулма хатӗрленет.