Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни пуҫланнӑ. Кун пирки асаннӑ шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекен Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чӑваш чӗлхи эрнин пӗрремӗш кунӗнче «Тӑван чӗлхере – халӑх чунӗ» ятпа наукӑпа практика конференцийӗ иртнӗ. Конференцие аслӑ классенче вӗренекенсемпе пӗрлех шкулти вӗрентекенсем хутшӑннӑ, тӑван чӗлхепе тӑван литература пирки калаҫнӑ.