Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 15 сехет ҫитеспе Шӑмӑршӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ.
Вут-ҫулӑма сӳнтерме 2 автоцистерна, 1 МЛПК, плуг ҫакнӑ 2 трактор тухса кайнӑ. Вут-ҫулӑм 1,1 гектар ҫинче алхаснӑ.
Пушарпа кӗрешме 15 сехет те 10 минутра тытӑннӑ, 15 сехет те 42 минутра сӳнтернӗ. 16 сехет те 30 минут тӗлне мӗнпур ӗҫе вӗҫленӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑҫа аҫа ҫапнӑ.