Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ӳнер музейӗ уҫӑ алӑксен кунне йыхравлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 28.09.2013 12:09 | 1255 хут пӑхнӑ

Ыран Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ уҫӑ алӑк кунне ирттерет. Унта ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, уйӑхӑн юлашки вырсарникунӗнче 18 ҫула ҫитменнисем валли ятарласа йӗркелеҫҫӗ. Апла тӑк Уҫӑ алӑк кунне йӑлана кӗнӗ мероприяти теме юрать. Ачасене куравсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.

Кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре Валерий Мытиков художникпа тӗлпулу йӗркелӗҫ. Унта ӑста ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ «Тӑван кӗтес ҫути» куравпа паллашма май килӗ. Мытиков ӳкерчӗкӗсем лирикӑлла кӑмӑл-туйӑмпа, композици тӗлӗшӗнчен ҫыпӑҫуллӑ пулнипе тата тӗссене килӗшӳллӗ усӑ курнипе палӑрса тӑраҫҫӗ теҫҫӗ. Мытиков тӑван Ҫӗмӗрле тӑрӑхне тата кивӗ Шупашкарӑн вырӑнӗсене ӳкерет. Чӑваш Енӗн улӑх-ҫаранӗ, вӑрманӗсем те унӑн ӗҫӗсенче вырӑн тупнӑ.

Шӑп та лӑп та 12 сехетре акварель енпе мастер-класс иртӗ. Елена Кузьмина ачасене ҫак сӑрӑпа епле ӗҫлемеллине хӑнӑхтарӗ.

Каҫхи пиллӗк сехетре вара Сергей Рахманинов романсӗсен ытарайми тӗнчине йыхравлаҫҫӗ. Концерта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Сёмкин (тенор), Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Юрий Трепов (фортопианӑпа калать), Чӑваш Республикин тава тивҫлӗ артисчӗ, тӗнчери конкурссен ҫӗнтерӳҫи Ольга Вильдяева (сопрано) тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Мария Финогентова (меццо-сопрано) хутшӑнӗҫ.

#музейсем, #уҫӑ алӑк кунӗсем, #ӳнер музейӗ, #Шупашкар, #Ҫӗмӗрле

 

Комментари:

Migulaj // 1202.2.4281
2013.09.28 17:23
Ку Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ мар пулĕ. Мĕншĕн тесен ют чĕлхепе çырнă. Вĕсен сайчĕ те ют чĕлхепе çеç. Кун пекех кĕççепитлĕ пулмалла мар ĕнтĕ.
Agabazar // 3466.50.4718
2013.09.29 17:32
Agabazar
тавай, тавай Микулай, çак музейĕн ятне чăвашла çырас тĕлĕшпе Юхăм пуçарса ярăр!!! Тен ĕç тухĕ!!! Чăркашса çеç ларнипе <u>НИМĔН ТЕ ПУЛМАСТЬ!</u> иКĕ ВАРИАНТ:1)Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ 2)Чăваш патшалăх илемлĕх музейĕ . Мана иккĕмĕшĕ ытларах килĕшет.
Migulaj // 1202.2.4281
2013.09.29 18:05
Мĕн сăлтав пирки ку таранччен Чăваш патшалăх ӳнер музей тесе ют чĕлхепе çеç çырнă? Икĕпитлисемшĕн Чăваш патшалăх ӳнер музей ятне чăвашла çырни чăркашни пулать пулĕ. Выльăхланнă чура пек хăвна ан тыт. Вăл пысăк çылăх пулать.
Agabazar // 3466.50.4718
2013.09.29 18:45
Agabazar
кунта ... тэг ĕçлемест пулмалла.
Agabazar // 3466.50.4718
2013.09.29 18:48
Agabazar
Курăнать ĕнтĕ, хăй тĕллĕн çеç пулсан ĕçлет, теприн ăшĕнче пулсан ĕслемест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем