М7 ҫул Шупашкара кӗмесӗр иртсе каять пулин те хальхи ҫавра ҫул паянхи пурнӑҫа тивӗҫтерменни куҫ кӗрет — ӑна тепӗр хут ҫавӑрса ярасшӑн, урапасене Карачура, Ҫӗнӗ Лапсар, Кӳкеҫ витӗр чуптарасшӑн мар.
Нумай пулмасть ҫак ҫавра ҫулӑн ҫӗнӗ вариантне Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче сӳтсе явнӑ иккен. Ҫӗнӗ ҫул Ишлей пӑрӑнчӑкӗнче пуҫланать те вӑрман витӗр иртсе сад пахчисен пӗрлӗхне килсе тухать (Карачура ҫывӑхӗнче сад пахчисем нумай — шӑп ҫавсем витӗр иртмелле ун). Малалла ҫул Йӑршу ялӗ ҫумӗпе (кунта Карачура вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрманне касасшӑн курӑнать; ҫывӑхра кӳлӗсем пуррине те манмалла мар) иртсе Лапсар ял тӑрӑхӗн ҫӗрӗсем ҫине тухать. Ҫул Ассакасси ялӗнчен кӑнтӑр енӗпе (Асса пӗвинчен аяларах кӗпер тума палӑртнӑ), «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкӗ хушшипе иртмелле. Малалла ҫул Ҫӗньял енне каймалла, унтан вара уйсем тӑрӑх Толиккассине ҫавӑрса илсе Апаш патнелле тухмалла. Ку тӑрӑхра тарӑн ҫырма-ҫатра сахал маррине шута илсен пӗтӗмпе 7 кӗпер таранах тума палӑртнӑ.
Сарапакасси ял тӑрӑхӗн ҫыннисем, вӗсен лаптӑкӗ питех те пыса тивменрен пуль, ытлашшиех хирӗҫ пулман имӗш. Малалла кунашкал тӗлпулусем Атайкасси, Ҫырмапуҫ тата Апаш ял тӑрӑхӗсенче иртмелле.