Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Паян «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» конкурс иртет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.03.2008 19:21 | 2027 хут пӑхнӑ

Кая юлса та пулин ҫак хыпара сире пӗлтерес: паян (пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче) Красномармейскинчи Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» кункурсӑн иккӗмӗш пайӗ иртет. Вӑл шӑп та лӑп 18 сехетре паян пуҫланнӑ. Конкурса Шетмӗпе Ҫавал юханшывсем тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ районсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнаҫҫӗ Вӑл тӑрӑха Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсем кӗреҫҫӗ — ҫур республика!

Конкурсӑн пӗрремеш пайӗ иртнӗ ӗнтӗ — вӑл кашни районта пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Кашни районтан чи лайӑх ушкӑна суйласа илсе вӗсене иккӗмӗш пайне кӗртеҫҫӗ.

 

Халӗ, ҫак хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра, иккӗмӗш пайӗ пырать те ӗнтӗ. Хутшӑнакансен хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса 9 номинацире ҫӗнтерме тӑрӑшмалла: Чи чаплӑ хор произведенийӗ; вокал ушкӑлӗ валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени; пӗччен юрлакан валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени; ача-пӑча валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени; халӑх юррине чи лайӑх илемлетни; чи лайӑх юрлакан хор; чи лайӑх юрлакан юрӑҫ; чи лайӑх юрлакан вокал ушкӑнӗ; чи лайӑх эстрада юрри. Конкурса юлашки 10 ҫул хушшинче ҫырнӑ ӗҫсене кӑна тӑратма юрать.

 

Ыран-виҫӗмкун конкурсра кам ҫӗнтернине пӗлтерӗпӗр.

 

Конкурс страници

#Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем, #Красноармейски, #конкурссем, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шупашкар районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Канаш районӗ, #Красноармейски районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Элӗк районӗ, #Муркаш районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем