Юпан пӗрремӗш кунӗсем Улатӑрта 11 ҫамрӑк мӑшӑра пӗрлештернӗ. Ҫак кӗрхи кунсенче хӑйсен юратӑвне пӗр тӗвве ҫыхса «арӑм», «упӑшка» статусне 11 хӗрпе 11 каччӑ илнӗ.
Ҫак эрнен хӑйне майлӑ тӗлӗнтермӗш мӑшӑр ятне Владимирпа Екатерина Белоусовсем тивӗҫнӗ. Авӑнӑн 4-мӗшӗнче, Владимирӑн ҫуралнӑ кунӗнче хӗрпе каччӑ пӗрлешӳ кӗрменне заявлени панӑ, тепӗр уйӑхран вара, юпан 5-мӗшӗнче, Екатеринӑн ҫуралнӑ кунӗнче ҫамрӑк мӑшӑра ҫырӑнтарнӑ. Ҫапла вара мӑшӑрсен ҫуралнӑ кунӗсем ҫамрӑк ҫемье ҫуралнинче пысӑк витӗм кӳнӗ.